Чӑваш чӗлхи
![]() Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем «Савӑнмалли пурах. Елчӗк тӑрӑхӗнчи стеласем ҫине ялсен ячӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса вырнаҫтарнӑ», — хавхаланса хыпарланӑ иртнӗ канмалли кунсенче тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. «Чӑвашла ял ятне пы-ысӑк сас паллисемпе ҫырни уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ. Маттур ҫав ман ентешсем! Кунта Чӑвашла пурӑнни аякранах курӑнать. Раҫҫей нумай чӗлхеллӗ ҫӗршыв, ытти халӑхсене сума сӑвасси вара тӑван чӗлхене, культурӑна хакланинчен пуҫланать», — пӗтӗмлетнӗ Елчӗк чӑвашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш кӗнекисем – Мускаври Хӗрлӗ тӳремре. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Хӗрлӗ тӳрем» кӗнеке фестивалӗ 9-мӗш хутчен иртӗ. Унта Раҫҫейри 400 яхӑн издательствӑпа пӗрле Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнӗ. Вӑл вулакансене «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта кӗтӗ. Пӗтӗмпе 150 тӗрлӗ кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ. Фестиваль кашни кунах 10 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл 22 сехетре ӗҫне вӗҫлӗ, 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутра, 5-6-мӗшӗсенче вара – 21 сехет те 30 минутра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак уйӑхӑн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ тӳрем) кӗнеке фестивалӗ иртӗ. Ӑна Мускавра ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ, кӑҫалхи шучӗпе — тӑххӑрмӗш. Кӗнеке куравне хамӑр ҫӗршыври 400-е яхӑн издательство хутшӑнӗ, ҫав шутра Чӑваш кӗнеке издательстви те пулӗ. Чӑваш кӗнекисемпе «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта паллашма май килӗ. Мускава пирӗн республикӑран 150 кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ. Фестиваль кашни кунах ирхи 10 сехетре уҫӑлӗ. Пӗрремӗш кунхне, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, вӑл 22 сехетчен ӗҫлӗ; 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутчен, 5-6-мӗшӗсенче – 21 сехет те 30 минутчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иван Яковлевӑн «Сармантей» юмахӗ нумаях пулмасть ҫӗнӗрен пичетленсе тухнӑ. Юмаха Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – кун ҫути кӑтартнӑ. Чӑваш кӗнеке издательсвтинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекен кашни страницинче ӳнерҫӗ пӗр-пӗр пулӑма сӑнласа панӑ, пӗчӗк ачасен вара вӗсене тӗрлӗ тӗспе сӑрласа илемлетмелле. Сӑрласа илемлетмелли кӗнекене Ольга Федорова редактор хатӗрленӗ. Ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Кӗнеке тиражӗ – 2000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата ЧР Вӗренӳ институчӗ чӑваш лексикографӗ тата педагогӗ Михаил Иванович Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине йӗркелеҫҫӗ. Вӑл "Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем" ятлӑ. Конференцие ӑслӑлӑх тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсен ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен вӗрентекенӗсем, аспиранчӗсем, магистранчӗсем, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен тата шкулсен педагогӗсем хутшӑнӗҫ. Конференци Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн акт залӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӗмпӗр хулинче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирттерме палӑртса хунӑ. Аса илтерер: Акатуя ҫурхи уй-хир ӗҫне вӗҫленӗ хыҫҫӑн уявлаҫҫӗ. Паянхи кун ӑна республика тулашӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗрине тытса пырас, упраса хӑварас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӗмпӗрти уявра Акатуй йӑли-йӗркине кӑтартса парӗҫ, куракансене фольклор коллективӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешсе тупӑшӗҫ, кире пуканӗ йӑтӗҫ. Ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарӗҫ. Акатуйра чӑвашсен апат-ҫимӗҫне ас тивсем пӑхма та май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхинчи пысӑк йывӑрлӑхӗ тесе орфографине калаҫҫӗ. Анчах, ман шутпа, унтан йывӑртарах вырӑн та пур — ку вӑл терминологи. Ҫак статьяна ҫырма шухӑш тахҫанах ҫуралнӑччӗ. Анчах ниепле те алӑ ҫитеймерӗ. «Пиҫсех» те ҫитейменччӗ пуль вӑл. Нумай пулмасть «Чӑваш ТВ-ра» «округ» термина асӑнчӗҫ те ҫырмаллах пуль терӗм вара. Ыйтӑма хутшӑннӑ 870 ытларах ҫынран 70% ытла «округа» чӑвашлатмалла тесе сасӑланине кура ман шухӑш хӑшӗ-пӗрне, тен, чылайӑшне те, кӑмӑла каймӗ пуль. Апла пулин те ӑна сирӗн пата ҫитересех тетӗп. Ытлашши ан ятлӑр. Терминсен йывӑрлӑхӗВӑл е ку япалана мӗнле ятпа каласси ҫынсене яланах пӑшӑрхантарнӑ. Ӗлӗк ку ӗҫ калаҫу урлӑ пулса пынӑ пулсан, халь вара ытларах енӗпе интернет, телекурав е ытти хатӗрсем витӗм кӳреҫҫӗ. Пӗр енчен, терминсене чӑвашлатни кирлӗ ӗнтӗ. Ку вӑл чӑвашсем ытти халӑхсенчен нимпе те кая мар теме май парать. Анчах чӑвашлатнӑ чухне те «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» текен ваттисен сӑмахӗ пирки манса каймалла мар ман шутпа. Чӗлхене кӑшт пӗлнипех кашни хӑйне чӗлхеҫӗ вырӑнне хурать. |
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн сӑнӳкерчӗкӗ «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӑрӑшнипе ашшӗ-амӑшӗ валли нумай чӗлхеллӗ ача ҫинчен ӑнлантарса паракан брошюра кун ҫути курнӑ. Тӗнчре пӗр чӗлхелӗхпе пӗрлех нумай чӗлхелӗх та анлӑ сарӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери халӑхран ҫуррине яхӑн нумай чӗлхеллӗ (ҫав шутра ик чӗлхелӗх те), кулленхи калаҫура икӗ е ыларах чӗлхепе усӑ курать. «Пӗр вӑхӑтрах темиҫе чӗлхе вӗренме ачасене ятарлӑ талант кирлӗ мар. Вӗсене ачаран вӗренме пултарни ҫыннӑн хӑнӑхас (адаптаци) пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ, анчах та анчах та ачана темиҫе чӗлхепе калаҫтарас тесен вӑхӑт, хавхалану (мотиваци) тата тӳсӗмлӗх кирлӗ», — тенӗ брошюрӑра. Ачасене вырӑс чӗлхине ҫеҫ мар, тӑван чӗлхене те вӗрентмеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Чӑваш чӗлхин шкулӗ ӗҫлӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлӗ. Унта чӑваш халӑх культурипе, чӗлхипе, йӑли-йӗркипе паллашас кӑмӑллисене хапӑл тӑвӗҫ. Аслӑ шкулӑн чӑваш тата вырӑс филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, «университет преподавателӗсемпе пӗрле чӑвашла вӗренни, «Еткерлӗх» этнокультура центрӗнче чӑваш сувенирӗсем ӑсталани, Чӑваш Енри илемлӗ вырӑнсенче пулса курни чылайлӑха асра юлӗ». Шкула хутшӑнас кӑмӑллисем discurs2020@mail.ru почтӑна ҫырса пӗлтерме пултараҫҫӗ. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Шӑп та уйӑх каялла, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫӗнӗ хатӗр хушӑнма тытӑнчӗ: пуплевӗшсене сасӑламалли меслет. Ку функционал ҫӗнӗ велосипед шутласа кӑларни мар ӗнтӗ — ак ӗнтӗ миҫе ҫул Mozilla Common Voice проект пурнӑҫланать. «Сасӑла» функционал та ҫав ӗҫех тӑвать: сасӑсен йышне, текстпа ҫыхӑнтарнӑ чӑвашла сасӑсене пухать. Mozilla Common Voice проектран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?Mozilla Firefox браузера тӑвакан ушкӑн тӗрлӗ чӗлхепе сасӑ пухас ӗҫе тахҫанах пуҫӑннӑччӗ. 2018 ҫулта вара чӑваш чӗлхи валли сасӑсем пухма пуҫларӗҫ. Кун пирки ун чухне ятарлӑ хыпар та эпир вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа 5 ҫул иртрӗ. Пӗр енчен илсен чӑваш ҫыннисем тухӑҫлӑ ӗҫлерӗҫ теме пулать. Мӗнпурӗ 28 сехетлӗх тӗрлӗ пуплевӗшсене сасӑпа ҫырса пачӗҫ. 112 ҫын хутшӑннӑ. Чи нумай ҫырнӑ ҫын, Kandrat ятлӑскер, 4 пин пуплевӗш сасӑланӑ. Pike тата Ilya Nyagin — кӑшт сахалрах, 2-3 пиншер. Эпӗ мӗнпурӗ ҫырнӑ сасӑ тӑрӑх тӑваттӑмӗш пыратӑп. Пурӗ 1 531 пуплевӗш ҫырнӑ. Mozilla Common Voice проектӑн тӗп ҫитменлӗхӗ — халӑх ытлашшиех хутшӑнас теменни. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |